Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Павлов Василий Петрович

Павлов Василий Петрович — полици генерал-лейтенанчӗ. 1973 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалта ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

1991–1993 ҫулта хӗсметре тӑнӑ. 1994–1998 ҫулта Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари юридици институтӗнче вӗреннӗ.

2015 ҫулта ӑна Раҫҫей ШӖМӗн Севостополь хулинчи Управленийӗн пуҫлӑхне лартнӑ.

2019 ҫултанпа Кабардин-Балкар Республикинчи Шалти ӗҫсен министрӗ.

Хисепӗсем

Василий Петровича «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн I тата II степенӗсемпе наградӑланӑ.

2022 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче вӑл полицин генерал-лейтенанчӗн ятне тивӗҫнӗ.


 
Категорисем: Хурамал
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2022-03-01 12:41:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 595 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем